Ксюша Максимов комӑна кӗрсе ӳкнӗренпа ҫур ҫул иртнӗ. Мӗнле улшӑнусем пулнӑ? Амӑшӗ Ирина Максимова халӗ тӗ хӗрӗпе юнашарах, ӑна самантлӑха тӑ пӗччен хӑвармасть.
Ксюша Шупашкарти ача-пӑча медицина центрӗнче выртать. Ӑна ятарлӑ аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Нумаях пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри «Вера» ыркӑмӑллӑх фончӗ Ксюша валли питӗ хаклӑ медицина хатӗр-хӗтӗрӗ ярса панӑ. Вӑл пулӑшнипе амӑшӗ Ксюшӑна киле илсе кайма пултарӗ.
Ирина Максимова хулара хваттер туянасшӑн, мӗншӗн тесен Етӗрне районӗнче пульница вӑйлах мар. Шупашкарта пурӑнсан вара кирек хӑш вӑхӑтра та васкавлӑ медпулӑшу ҫитет.
Халӗ Ирина ҫӗнӗ аппаратпа усӑ курма вӗренет. Фонд Ксюша валли ятарлӑ матрас, кравать те ярса пама шантарнӑ.
Аса илтерер: Ксюша Максимов кӑрлач уйӑхӗнче спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. Кайран вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Тухтӑрсем унӑн пуҫ мими вилнине калаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Ене пӗтӗм тӗнчери «Мускав-Владивосток» велочупӑва хутшӑнакан спортсменсем ҫитнӗ.
Етӗрне районӗпе Чулхула облаҫӗн чиккинче велочупуҫӑсене ЧР ҪҪХПИн ятарлӑ батальонӗ кӗтсе илнӗ. Спортсменсем Чӑваш Енре 161 ҫухрӑм кайнӑ. Маршрута 19 сехет тӗлне вӗҫленӗ.
Унтан велочупуҫӑсен ҫулӗ Тутар Республики урлӑ выртнӑ. Палӑртса хӑварар: пӗтӗм тӗнчери «Мускав-Владивосток» велочупу утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Мускавра старт илнӗ. Маршрут тӑршшӗ — 93 пин ҫухрӑм. Финиша спортсменсен утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Владивостокра вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ ҫынсен хисепӗ ӳснӗ. Кӑҫал пирвайхи тӗслӗхе ҫу уйӑхӗнче шута илнӗ. Унтанпа Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмне 14 ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ.
Юрать, ҫӗлен сӑхнӑран никам та вилмен. Чылай чухне ҫӗлен ҫынсене дачӑра, ҫутҫанталӑкра каннӑ чухне сӑхать. Кунашкал тӗслӗх ытларах Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче, Шупашкар ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче хӗрарӑм ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Вӑрманта ҫырла пуҫтарнӑ чухне пулнӑ ку. Ӑна пульница илсе ҫитернӗ. Ури шыҫнӑ пулнӑ унӑн. Халӗ хӗрарӑм хӑйне йӗркеллех туять, анчах чылай сипленме тивет.
Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пӗр ҫӗлен ҫеҫ пур. Вӑл — хура ҫӗлен. Вӗсене тӗкӗнмесен ҫынна тапӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа асӑрхануллӑрах пулмалла.
Чӑваш Енре паян «Коммунизм ялавӗ» (халӗ вӑл «Хыпар» ятпа тухса тӑнине нумайӑшӗ пӗлет) хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ Демьян Семеновпа сывпуллашаҫҫӗ.
Демьян Филипповича пӗлнисем асӑннӑ ҫын республика шайӗнче тухса тӑракан ҫак хаҫатӑн чи лайӑх редакторӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Демьян Семенов пирки чӑтӑмлӑ, чӑн ӗҫшӗн ҫине тӑракан, интеллигентлӑ, ӑста ертӳҫӗ тата вӗрентекен пулнине палӑртаҫҫӗ.
Демьян Филиппович ҫӗртмен 25-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Вӑл 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата КПСС Тӗп комитечӗн Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. 1985—1990 ҫулсенче ЧАССР Верховнӑй Совечӗн председателӗ пулма шаннӑ. 1995—2006 ҫулсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче редакципе издательство пайне ертсе пынӑ.
Демьян Филипповичпа паян 14 сехетре «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятире сывпуллашӗҫ.
«Хавал» уйлӑх кӑҫал та «Сурские зори» (чӑв. «Сӑр шурӑмпуҫӗ») кану базинче иртмелле. Кӑҫалхи уйлӑх утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланмалла — шӑп ҫак вӑхӑтра унта кайма пухӑннисене Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче кӗтеҫҫӗ. Вырӑна халӑх 12 сехетелле ҫитмелле. Уйлӑха официаллӑ майпа 15 сехетре уҫӗҫ. Вырсарникун уйлӑхра хӑтлавсем кӑна пулӗҫ: «Хавалӑн» хӑйӗн тата ушкӑнсен.
Уйлӑха пухӑннисем кашни кун чӑваш чӗлхи вӗренӗҫ, пултарулӑх лаҫҫинче тӑрмашӗҫ, спортпа туслашӗҫ. Кану программи те пур — кашни кунах тӗрлӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
«Хавалӑн» кӑҫалхи хӑнисем: Георгий Фомиряков ӳнерҫӗ, Федоринчик Арчем чӗлхеҫӗ, Марина Карягина ҫыравҫӑ, Эктор Алос-и-Фонт социолингвист, Айрат Тухватуллин историк, Сантӑр Савкилта чӗлхеҫӗ, Эдуард Фомин чӗлхеҫӗ, Игорь Улангин ӳнерҫӗ, «Ирӗклӗх» перлӗх пайташӗ Дмитрий Степанов.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен уйлӑхӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнне кӗрсе пӑхма пулать.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ «Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Унта фото- тата видеоматериалсене йышӑннӑ.
Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас шухӑшлисем 35-ӗн тупӑннӑ. Ӗҫсене Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен тата Канашпа Шупашкар хулинчен ҫитернӗ.
«Чи лайӑх сӑнӳкерчӗк» номинацире пӗрремӗш вырӑна Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Комиссарова йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Елена Шарова тухнӑ,
виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Валентина Егорова тата Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫӗнчи Антонина Ефимова.
«Чи лайӑх видео тата фильм» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома Элӗк районӗнчи Алена Судмана тивӗҫнӗ, иккӗмӗш степеньли — Канаш хулинчи 7-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекен Яна Чернован, 3-мӗш степеньли — Муркашри вӑтам шкулти вырӑс чӗлхи вӗрентекен Наталия Ястребован.
Етӗрнере СССР халӑх артисчӗн Николай Мордвиновӑн палӑкне уҫасшӑн.
Палӑка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ку енӗпе халӗ Раҫҫей художникӗсен Питӗрти правленийӗн ертӳҫи Альберт Чаркин скульптор ӗҫлет.
Паллӑ артистӑн палӑкне уҫас ыйтӑва Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк никӗсне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ямалла. Бюста авӑн уйӑхӗнче уҫасшӑн.
Николай Мордвинов 1901 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Етӗрнере, купса ҫемйинче ҫуралнӑ. Ю. А. Завадскийӑн театр-студинче вӗреннӗ. 1940 ҫулта ӑна Моссовет ячӗллӗ Мускаври академи драма театрне ӗҫе илеҫҫӗ. 1935 ҫултах вӑл кинора ӳкерӗнме тытӑннӑ. «Последний табор» (чӑв. Юлашки тапӑр) фильмра вӑл Юдко чикана вылянӑ, «Маскарадра» — Арбенина.
Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центрсем хушшинче республика шайӗнчи конкурс иртнӗ.
Ӑмӑртӑва темиҫе номинаципе йӗркеленӗ. «Нумай ӗҫ тӑвакан центрӑн чи лайӑх универсаллӑ специалисчӗ» ята Шупашкарти центрта ӗҫлекен Ольга Чернова тивӗҫнӗ. Етӗрнери центрта тӑрӑшакан Валентина Степанова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нина Рамеева — виҫҫӗмӗш.
Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсене хӑйсене те хакланӑ. Чи лайӑххи тесе Елчӗк районӗнчине палӑртнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем тухнӑ.
Центрсенче персонала епле ертсе пынине те хакланӑ. Тӳресен шучӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчине ҫитекен тупӑнман. Елчӗк районӗнчине тата Улатӑр хулинчине те пысӑка хурса хакланӑ май иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе палӑртнӑ.
Владикавказра арҫынсемпе хӗрарӑмсен хушшинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ку – Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма тивӗҫлӗ кандидатсен суйлавӗ.
Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Баймулкина 58 килограмм тайман виҫе категорийӗнче чемпион титулне ҫӗнсе илнӗ. Вӑйлӑ конкурентсемпе вӑй виҫсе вӑл икӗ кӗмӗл, пӗр пӑхӑр медальсене тата Раҫҫей вице-чемпионкин ятне тивӗҫнӗ.
Геннадий Иванов патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 87 килограмм таякан штангӑна йӑтнӑ. Ӑна тӗртсе 107 килограмм ҫӗклеме пултарнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре ку 194 килогрампа танлашнӑ. Ҫапла Ирина кӗмел медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗмӗшле зачетра пирӗн ентеш ҫӗнтерӳҫе, Мӑкшӑ Республикинчи Наталья Гришинӑна, виҫӗ килограмм ҫеҫ выляса янӑ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫамрӑка «Вӗри чӗре» хисеп кӗнекине тата кӑкӑр паллине РФ премьер-министрӑн Дмитрий Медведевӑн арӑмӗ Светлана Медведева тыттарнӑ. Паттӑрла ӗҫӗшӗн ӑна «Орленок» уйлӑхра канмашкӑн путевка панӑ.
Ку пӗлтӗрхи ҫулла пулнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчи пӗвере арҫын ачасем шыва кӗме шухӑшланӑ. Анчах 10-ри Максим ӑнсӑртран путма тытӑннӑ. Кӑна иртсе пыракан хӗрарӑм курнӑ та пулӑшу чӗннӗ. Ҫакна ҫывӑхра пулӑ тытакан Павел илтнӗ. Вӑл путакан арҫын ачана ҫӑлма васканӑ. 7-мӗш класра вӗренекенскер ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Лешӗ тӑнне ҫухатнӑ.
Сӑмах май, социаллӑ культура пуҫарӑвӗсен фончӗ 2008 ҫулта йӗркеленнӗ. Ӑна Светлана Медведева ертсе пырать. 2015 ҫулта награда илмешкӗн Чӑваш Енри 13 ҫамрӑка тата 3 организацие тӑратнӑ. Фонд вӗсенчен 2 ачана суйланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |